Раштавӑн 5-мӗшӗнче чӑваш филолгийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен 13-06 группа студенчӗсен специализаципе ҫыхӑннӑ черетлӗ мӑшӑрӗ иртрӗ. Ертсе пыраканӗ – Федосия Ивановна.
Культура менеджментне вӗреннӗ май студентсем фандрейзингӑн тӗп ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ. Кашни студент хӑй ҫырса хатӗрленӗ договорне (килӗшӳ хутне) ушкӑн умне тухса вуларӗ. Спонсор патне ҫырнӑ ҫырупа паллаштарчӗ.
Тата ушкӑн Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра, Шупашкар хулин администрацийӗн культура управленийӗнче пулса иртнӗ тӗлпулусем пирки хатӗрленӗ сайт материалӗсене сӳтсе яврӗ. Ҫакӑ кӑна та мар, студентсем пӗр-пӗрин хушшинче спонсорпа тӗл пулнӑ евӗр «лифт калаҫӑвӗ» йӗркелерӗҫ.
Ҫапла майпа иртеҫҫӗ ҫак ушкӑнӑн мӑшӑрӗсем. Студентсем договор (килӗшӳ) йӗркипе паллашни, спонсор патне ыйтса ҫырма вӗренни тата ытти те малашне питӗ кирлӗ пуласса шанса тӑраҫҫӗ.
Вӗренӳре мӗн чухлӗ йывӑртарах — ҫапӑҫура ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлтарах теҫҫӗ. Эпир, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 13-06 ушкӑн студенчӗсем, хамӑрӑн пулас профессипе ҫыхӑннӑ культурӑлла вырӑнсенче час-час пулма тӑрӑшатпӑр. Нумаях пулмасть акӑ эпир культурологи кафедрин аслӑ преподавателӗ Ф.И. Васильева ертсе пынипе Шупашкарти В.Маяковский ячӗллӗ библиотекӑра пулса куртӑмӑр. Вулавӑш пуҫлӑхӗ Вера Васильевна Ивченко пире библиотека ӗҫ-хӗлӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарчӗ. ХХI ӗмӗрти библиотекӑра вӑй хураканӑн ӗҫӗ пӗрре те ҫӑмӑл мар мӗн: компьютер лайӑх пӗлмелле, тӗрлӗ карточкӑсем е документсем тунӑ чухне те хӑйӗн майӗ-мехелӗ пур. Вера Васильевна пире ҫакӑн пирки кӑсӑклӑ каласа ӑнлантарчӗ.
Н.В. Никольский ячӗллӗ педколеджра чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Нарспи» поэма пичетленсе тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестиваль-конкурс пулса иртрӗ. Ку фестивальте, унта вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑна тӗрлӗ халӑх чӗлхипе вуласа хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчи культурологи кафедринче вӗренекенӗсем те (театр ӑсталӑхӗ – ертсе пыраканӗ И.И. Иванов режиссер) педколледжа йыхравларӗҫ. Студентсем «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене выляса пачӗҫ. Еленӑпа Татьяна Оливановӑсем тата Марина Михайлова Нарспи сӑнарне тӗлӗнмелле илемлӗ калӑпларӗҫ. Сетнер сӑнарне вылякан Руслан Улисов И.И. Иванов доцентран (Тӑхтаманран) нимӗн чухлӗ те кая юлмарӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ университетри чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Раҫҫей тата регион шайӗнче пулса иртекен ӑслӑлӑх конференцийӗсене, симпозиумсене хутшӑнассипе питӗ активлӑ ӗҫлет. Акӑ, тӗслӗхрен, раштавӑн 5-мӗшӗнче культурӑпа искусство институтӗнче «Взаимодействие традиционных и инновационных процессов в социокультурной среде» (Халӑх культури таврашӗнче иртекен йӑла-йӗркепе инноваци процесӗсен ҫыхӑнӑвӗ) ятпа иртнӗ ӑслӑлӑх конференцийӗнче И.В.Софронова, Г.Г.Ильина доцентсем тухса калаҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех 3 курс студентки Чернова Светлана «Чӑвашсен йӑли-йӗркинче пуканепе усӑ курнин пӗлтерӗшӗ» темӑпа ҫырнӑ докладне вуларӗ.
2008 ҫулхи раштавӑн 17-20-мӗшӗсенче Калмӑк Республикин тӗп хулинче, Элистара, Раҫҫей шайӗнчи «Танцевальный фольклор народов России» (Раҫҫей халӑхӗсен ташӑ пултаруллӑхӗ) ятлӑ конференци иртмелле. Унта чӑваш ташши пирки тухса калаҫма пирӗн преподавательсенчен В.А.Милютин доцент каять.
Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 11-08 ушкӑн студенчӗ Макаров В. Пенза хулинче ал виҫипе ирттерекен ӑмӑртура 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ дипломпа университета таврӑнчӗ.
Саламлатпӑр!
2008 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн членӗ тата ЧНК вице-президенчӗ Валентин Александрович Абрамов 50 ҫул тултарать. Эпир, факультет ӗҫченӗсем, юратнӑ ӗҫтешӗмӗре ҫак паллӑ уяв ячӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр. Валентин Александрович, сирӗн ҫӑмӑл мар, анчах пархатарлӑ ӗҫӗрте малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума ҫӳлти Турӑ яланах пулӑшса пытӑр. Ҫирӗп вӑйхалпа иксӗлми ӑнтӑлу сунатпӑр сире. Пултаруллӑ та маттур студентсем эсир вулакан лекцисене пӗр сиктерми ҫӳреччӗр, сирӗнпе пӗрле пурнӑҫа тӗрлӗ енлӗ хаклама вӗренччӗр. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр!
ЮПА | 23 |
2008 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ Валентина Георгиевна Николаева черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Чун-чӗре тасалӑхӗпе, кӑмӑл-туйӑмсен ҫепӗҫлӗхӗпе сире ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр, ҫутӑ телейпе мал ӗмӗтлӗ ӑраскал сунатпӑр. Сывлӑхӑр ҫирӗп пултӑр, вӑрӑм ӗмӗр сукмакӗпе йывӑрлӑха туймасӑр, вӗсене ҫӗнтерсе малалла та ҫирӗппӗн утӑмлама, ҫемье ӑшшипе килӗшӗве упрама нихҫан сӳнми ӑшпиллӗхпе пархатарлӑх сунатпӑр.
Ялан Эсир хевтеллӗ пулӑр,
Телей ҫеҫ кӳтӗрччӗ кун-ҫулӑр.
Пучахлӑ тырӑ пуссипе
Тулли Алтӑр курки – Сире!
Саламласа факультет ӗҫченӗсем.
<p>2008 ҫулхи юпан 21-22-мӗшӗсенче Ижевск хулинче Удмурт патшалӑх университетӗнче «Диалекты и история пермских языков во взаимодействии с другими языками» ятлӑ халӑхсем хушшинчи XII симпозиум иртрӗ. Симозиума И.В. Тараканов филологи наукисен тухтӑрӗ 80 ҫул тултарнине халаланӑ. Ҫак пысӑк конференцире Раҫҫейри аслӑ пӗлӳ паракан шкулсенчен тата Раҫҫей тулашӗнчен килнӗ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчен В.Г. Родионов профессор «К истории возникновения и утверждения этнонимов бигер, чуваш и бесермян» темӑпа тухса калаҫрӗ.</p>
<p>Симпозиумра тӗрлӗ халӑхсем хушшинчи литература тата чӗлхе ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.</p>
Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ З.К. Яковлева доцент ертсе пыракан «Сипет» фольклор ансамблӗ ҫамрӑк сасӑсемпе пуянланчӗ: Иванов Дмитрий, Колдашова Фарида, Медведева Анастасия, Яковлева Лариса тата Кузьмина Вероника хаваспах тӑван халӑх пуянлӑхне, юрри-кӗввине анлӑрах ӑша хывма килӗшрӗҫ.
Аслӑ курссем кӗҫӗннисене кӑмӑлпах Чӑваш тумне тӑхӑнтарса хӑйсен йышне йышӑнчӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Ку уяв пӗрремӗш курсри студентсен йышне кӗнипе ҫыхӑннӑ. Пӗрремӗш курсемшӗн ҫеҫ мар, факультетшӑн та пысӑк савӑнӑҫ пулса тӑчӗ. Концерта Еленӑпа Татьяна Оливановӑсем ертсе пычӗҫ. Уяв ячӗпе пурне те Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ Родионов В.Г. саламларӗ. «Чӑваш халӑхне тата унӑн культурине упраса хӑварасси, пирӗнтен, ЧФКФ студенчӗсемпе вӗрентекенӗсенчен нумай килет», — терӗ Виталий Григорьевич. Ҫак шухӑша пурте ырларӗҫ. Уявра Инди ҫамрӑкӗ, медфак студенчӗ илемлӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантарчӗ. Пӗрремӗш курссене ЧПУн проректорӗ Викторов О.Н., Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Исаев Ю.Н. саламларӗҫ. Каярах пӗрремӗш курссене аслӑрах курссенче вӗренекен студентчӗсем хӑйсен пултаруллӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |